Пур хыпар та
Новости
10 Сентябрӗн 2018, 13:47

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ

Кĕрхи культурăсене вăхăтра тата агротехника нормисене пăхăнса акни пулас тухăçăн никĕсĕ. Çавăнпа та çак яваплă ĕçе тăрăшуллă та хушнине тĕплĕ тăвакан механизаторсене шанаççĕ.

Кĕрхи культурăсене вăхăтра тата агротехника нормисене пăхăнса акни пулас тухăçăн никĕсĕ. Çавăнпа та çак яваплă ĕçе тăрăшуллă та хушнине тĕплĕ тăвакан механизаторсене шанаççĕ.
Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ СПКра кĕрхи акана МТЗ-80 трактор çумне çаклатнă ака агрегачĕпе Евгений Апанасов ирттерет. Вăрлăхпа Петр Дмитриев тивĕçтерсе тăрать. Эпир хуçалăхра пулнă кун çĕр ĕçченĕсем Çирĕклĕ ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă 36 гектар йышăнакан уйра тăрăшатчĕç.
- Паянхи кун тĕлне кĕрхи культурăсене 300 ытла гектар лаптăк çинче акнă. Черетре - кĕрхи тулă акасси. Техника лайăх ĕçлет, кутăнлашмасть. Çумăрсем çунине пула çĕрте нÿр те пур. Маларах акнă анасем çинче калчасем шăтса тухнă. Çакă кăмăла çĕклет, - пĕлтерчĕç çĕр ĕçченĕсем.
Крупская ячĕллĕ СПК ĕртÿçи Радик Саяхов каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле хуçалăхра акмалли çĕрсем 2700 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 500 гектар ытла кĕрхи культурăсем пулмалла.
- Шел, кăçалхи типĕ çула пула пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ сахалтарах. Çуркунне акнисем уйрăмах савăнтармаççĕ. Çавăнпа та кĕрхи культурăсем çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çĕр ĕçне кÿлĕннĕ çыннăн уй-хир çинченех пуç ватма тивет, - тет Радик Сабирович ыранхи кун пирки шухăша путнă май.
Татьяна СЕМЕНКО. Мияки районĕ.
Автор ĕçĕ.
Читайте нас