Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
10 Сентября 2018, 08:51

Сахăр кăшманне пуçтарма пуçланă

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх республикăра сахăр кăшманне пуçтарма пуçланă.

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх республикăра сахăр кăшманне пуçтарма пуçланă.
Пуринчен малтан ăна “Башкирагроинвест” ООО предприяти пухма тытăннă. Республикипе илсен унăн чи пысăк кăшман лартнă çĕр лаптăкĕ - 13 пин гектар.
Çак ĕçе Благовар, Буздяк тата Чишма районĕсенче те пикеннĕ. Пĕтĕмĕшле республикипе илсен сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне сахăр кăшманне 1,5 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ.
Чишмари сахăр завочĕ пылак çимĕçе йышăна пуçланă. Паянхи куна вăл 4,4 пин тонна сахăр кăшманне таса сахăра çавăрнă.
Пĕтĕмĕшле кăçалхи çул Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсем 46 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен сахăр кăшманне пуçтарса илмелле.
Алена ПЕТРОВА.
Читайте нас