Новости
13 Сентябрӗн 2018, 14:32

Атăлçи округра çĕнĕ полпред

РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри представителĕ пулма Игорь Комарава çирĕплетнĕ. Владимир Путин çак ятпа ятарлă Указ кăларнă тесе пĕлтереççĕ çĕршыв пуçлăхĕн сайтĕнче.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри представителĕ пулма Игорь Комарава çирĕплетнĕ. Владимир Путин çак ятпа ятарлă Указ кăларнă тесе пĕлтереççĕ çĕршыв пуçлăхĕн сайтĕнче.
Маларах çак пукана йышăннă Михаил Бабич Раççей Президенчĕн 2018 çулхи август уйăхĕн 24-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Белорусь Республикинче Раççей Федерацин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Элчи пулса ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах вăл Белорусинче РФ Президенчĕн суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене йĕркелесе пыракан ятарлă представителĕ те пулĕ.
Игорь Анатольевич Комаров М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне «экономист» специальноçпа вĕренсе тухнă. 1987-1992 çулсенче çарта хĕсметре тăнă. 2002 çулччен банк сферинче тĕрлĕ ертÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн - «Норникельте», «Ростехра» тата «АвтоВАЗра».
2013-2014 çулсенче Федераллă космос агентстви ертÿçин çумĕ пулнă.
2014-2015 çулсенче - Пĕрлештернĕ ракетăпа космос корпорацин генеральнăй директорĕ.
2015 çулхи август уйăхĕнче «Роскосмосăн» генеральнăй директор пуканне йышăннă, кăçалхи май уйăхĕччен ĕçленĕ.
Июньте И.А.Комарова «Энергия» ракетăпа космос корпарацин директорсен канашне суйланă. Тепĕр уйăхран, июльте, Дмитрий Медведев Комарова наука тата аслă вĕрентÿ министрĕн çумне çирĕплетнĕ.
Политика Хисеп орденĕпе (2012ç.) чысланă, 2010 çулта Мухтавлă легион орден кавалерĕ ята (Франци) тивĕçнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас