Кăçалхи сакăр уйăхра республикă 319,7 пин тонна çĕнĕ тырă сутнă. Çакă 2017 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 7 хут нумайрах. Çав шутра ют çĕршывсене 210,9 пин тонна ăсатнă (ку 11 хут нумайрах).
ПР Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕç рынокне аталантарассипе ĕçлекен пайӗ пĕлтернĕ тăрăх, ытларах регионтан ют çĕршывсене ăсатма тулă, урпа тата хура тул илсе тухаççĕ. Çав шута Латвипе Литва, Белорусьпе Бельги, Бангладешпа Иран патшалăхĕсем кĕреççĕ.
Паянхи кун Пушкăртстанра тырăпа суту-илÿ тăвас тата ăна вырăна çитерес енĕпе куçса çÿрекен 13 оператор ĕçлеççĕ. Вĕсен шутне “Русагротранс”, “Болтсервис”, “Белинтертранс”, “Логистика 1520”, “МосрегионТранс”, “Эколайн”, “Евросиб СПб -транспортные системы”, “Металл - Транс”, “М1 Логистика”, “АкваРЕйл”, “Уральская транспортная компания”, “ExpertD Logistic” тата “Технотранс” кĕрет.