Крым Республикин Пуçлăхĕ Сергей Аксенов Пушкăртстан Пуçлăхне Рустэм Хамитова тата республика правительствине хăй вăхăтĕнче пысăк пулăшу йĕркеленĕшĕн тав тунă. Çакăн çинчен регион ертÿçи социаллă сетьри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.
Белогорск районĕнче икĕ ача сачĕ - пĕри Зуя поселокĕнче 170 вырăнлă, тепри Белогорскра хăйĕнче 300 вырăнлă - ĕçле пуçланă. Унсăр пуçне район центрĕнчи Культура çурчĕн пысăк залĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ.
- Питĕ пысăк тав Пушкăртстан Пуçлăхне Рустэм Хамитова тата регион правительствине. Белогорск районĕнчи пĕчĕк ачасем валли паянхи кун пултарулăхпа ăсталăха аталантарма çĕнĕ чÿрече уçăлчĕ тесе шутлатăп, - тенĕ Сергей Валерьевич.
Аса илтеретпĕр: Белогорск районĕ Пушкăртстаншăн шефа илнĕ район шутланать.