Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕ сире Пĕтĕм тĕнчери ватăсен тата Вĕрентекенсен кунĕсем ячĕпе саламлать!
Çак уяв кунĕнче сире пĕтĕм чун-чĕререн хисеплесе пуç таятпăр. Ырă та пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, çынлăхшăн, çивĕч ăсăршăн тав тума нимĕнле сăмах та çитмест. Ветерансенчен кашниех мухтавлă ĕç çулĕпе иртсе хамăр çĕршыва аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă. Çамрăксем тăван çĕршыва юратма та, мал ĕмĕтлĕ пулма та сиртен вĕренеççĕ. Пурнăçри йывăр самантсенче канаш ыйтма та хисеплĕ ватăсем патнех пыраççĕ. Тайма пуç сире, ветерансем. Хăвăр çывăх çыннăрсемпе, ачăрсемпе тата мăнукăрсемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, савăнăçпа хавхалануллă кăмăл сунатпăр!
Хисеплĕ вĕрентекенсене ĕçре яланах хавхалану, пултаруллă та итлекен ачасем, ăнланакан ашшĕ-амăшсем, лартнă тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх сунатпăр. Сирĕн килĕрте яланах тăнăçлăхпа ырлăх, ăшăпа хăтлăх хуçăланччăр.
ПР чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ.