Республикăри Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн улттăмĕш созывĕн председателĕ Константин Толкачев пулĕ. Асăннă йышăнăва сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче иртнĕ парламентăн пленарлă ларăвĕнче çирĕплетнĕ.
Председателĕн çумĕсен тивĕçĕсене иртнĕ созывра вĕрентÿ, спорт тата культура комитетне ертсе пынă Эльвира Аиткулова тата Республика Пуçлăхĕн пулăшаканĕ пулнă Рустам Ишмухаметов пурнăçлĕç. Председателĕн тепĕр çумĕ - Вадим Старов. Вăл ку полномочие хăйĕн тĕп ĕçне пăрахмасăр туса пырĕ.
Пленарлă ларура депутатсем парламент комитечĕсен председателĕсемпе вĕсен çумĕсене те суйланă.