2018 çулхи тăхăр уйăх хушшинче Пушкăртстанра 6000 преступлениллĕ ĕçе уçăмлатнă. Çав шутра çын вĕлернипе çыхăннă 170, çын сывлăхне сиен кÿнĕ 400 ытла (78-шĕ вилĕмпе вĕçленнĕ) ĕç пулнă. Унсăр пуçне 46 çынна пусмăрланă, 471 çаратнă, 126 хурахла ĕç тунă, 5000 вăрланă (400-шĕ хваттерпе çыхăннă, 432-шĕ автомобильпе), 270 автотранспорт вăрласа кайнă, 700 улталаса тунă ĕçе тăрă шыв çине кăларнă.
- Чи хăрушă тĕслĕхсенчен пĕри - упăшки хăйĕн гражданла мăшăрне вĕлерни. Çак ĕçе 2018 çулхи февраль уйăхĕн 8-мĕшĕнче уçăмлатрăмăр. Вилнĕ хĕрарăм ÿтне вара 2017 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнченех шырама пуçланăччĕ. Февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче тепĕр преступлениллӗ ĕçе - Ĕпхÿ хулинчи Инорс микрорайонĕнче çынна пăшалпа персе вĕлернĕ тĕслĕхе - уçса патăмăр. Çак ĕçпе çыхăннă икĕ киллера тата преступлениллĕ ĕçе тума хушакана тытса чартăмăр, - пĕлтернĕ ПР ШĔМ Уголовлă шырав управленийĕн начальникĕ, полици полковникĕ Рамиль Ермеев. - Çаплах Çтерлĕ хулинче çын вĕлернĕ ĕçе те тăрă шыв çине кăлартăмăр. Асăннă тĕслĕхре арçын хăйĕн автомобильне сутма шутланă хыççăн çухалнă. Каярах унăн машинине тата ÿт-пÿне хула хĕрринче тупрăмăр. Çын вĕлерекене арестленĕ.