Фермерсем пурăнмалли çурчĕсене хăйсен çĕрĕ çинче, вĕсем ял хуçалăх çĕрĕсем шутланаççĕ пулсан та, лартма пултараççĕ. РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавра çак саккун проектне ырланă.
«Российское село» проектăн координаторĕ Владимир Плотников пĕлтернĕ тăрăх, ăна йышăнни ял хуçалăх предпринимательствине илĕртÿллĕрех тума пулăшĕ.
- Çак саккун проектне пурнăçа кĕртессишĕн эпир темиçе çул ĕçлерĕмĕр. Малашне фермер хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнма пултарать. Кашни кун таçтан аякран ĕçе çÿремелле пулмĕ, - палăртнă Владимир Плотников.