Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2018, 16:04

«Республика 100 çул тултарнă тĕле – 100 велосипед»

Хисеплĕ «Урал сасси» хаçат тусĕсем! Халăха хаçат-журнал вулас ĕçе явăçтарас, çынсен вулав культурине ÿстерес, тиражсен шутне нумайлатас тĕллевпе 2019 çулхи çырав кампанийĕпе килĕшÿллĕн «Республика 100 çул тултарнă тĕле – 100 велосипед» ятлă конкурс иртет.

Конкурса ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ сĕнекен хаçатсемпе журналсене, çав шутра «Урал сасси» хаçата та, 2019 çула çырăннă республикăра пурăнакан кашни çынах хутшăнма пултарать. Çав шута асăннă организацире ĕçлекенсемпе вĕсен çывăх тăванĕсем (ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕ тата ачисем) кĕмеççĕ.
Конкурса хутшăнма кăмăл пуррисен ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене («Урал сасси» хаçат) 2019 çулхи пĕрремĕш çур çула е çулталăка çырăнмалла та çырăнтару квитанцине декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен «Урал сасси» хаçат редакцине кĕртсе е ярса памалла. Кашни кăларăм (редакци) пĕр велосипед выляттарать.
Выляв лотерея мелĕпе «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче иртет. Хаçатăн хакĕ çур çула çырăнса илме 395 тенкĕ те 10 пус (индекс П2754). Çулталăклăх хакĕ 730 тенкĕ те 60 пус (П3362).
Редакци.
Читайте нас