Новости
22 Октябрӗн 2018, 09:33

Вадим Соколова виççĕмĕш хут депутата суйланă

Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ суйлав хыççăн ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн улттăмĕш созыври депутачĕсен йышĕ 68 % çĕнелнĕ. Кивĕ йышран 35 депутат çеç (пурĕ 110 мандат) юлнă. Çав шутра чăвашсенчен пĕр çын – Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК ертÿçи Вадим Васильевич Соколов. Вăл пĕр мандатлă 54-мĕш Резяпов суйлав округĕ тăрăх иртнĕ. Маларах хуçалăх ертÿçи тăваттăмĕш (2008 ç.) тата пиллĕкмĕш (2013 ç.) созывсен депутат мандатне тивĕçнĕ, кунти суйлавçăсен интересĕсене хÿтĕленĕ.

Малашне пилĕк çул хушшинче камсем республика шайĕнчи саккунсене йышăнĕç? Çак ыйту çине «Башинформ» информаци агентствин сайтĕнчи «Кто есть кто в новом Госсобрании Башкирии» лонгридра (пайра) вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех хăш депутат мĕн чухлĕ ĕçлесе илнипе, чи çамрăк халăх тарçи миçе çулта пулнипе, вĕсем комитетсем тăрăх мĕнле пайланнипе тата мĕншĕн яваплă пулнипе паллашма май пур. Сăмах май, чи çамрăк депутат 25 çулхи Айгуль Ахметьянова шутланать. Вăл «Епхÿри трамвайпа троллейбус завочĕ» АОра юристконсульт пулса ĕçлет, Раççейри либерал демократсен партин (ЛДПР) пайташĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас