Пур хыпар та
Новости
29 Октябрӗн 2018, 13:33

«Нумай ачаллă» статуса 5‚5 пин çемье тивĕçнĕ

Пушкăртстанра 2018 çулта январь-сентябрь уйăхĕсенче 5 451 çемьере виççĕмĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Çапла вара регионта тăхăр уйăх хушшинче 5‚5 пин нумай ачаллă çемье пулса тăнă.

Пушкăртстанра 2018 çулта январь-сентябрь уйăхĕсенче 5 451 çемьере виççĕмĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Çапла вара регионта тăхăр уйăх хушшинче 5‚5 пин нумай ачаллă çемье пулса тăнă.
Шута илнĕ тапхăрта Пушкăртстанра пурĕ 35 842 ача çуралнă. Вĕсем хушшинче 452 йĕкĕреш‚ 6 виççĕн йĕкĕреш. 1648 пепке çемьере тăваттăмĕш‚ 797-шĕ пиллĕкмĕш ача пулса çуралнă. Тăхăр уйăх хушшинчи пĕтĕмлетĕве республикăри Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн пресс-служби тунă.
Ведомствăра çакна та палăртса хăварнă: йĕкĕреш ачасем ытларах Ĕпхÿ хулин Кировпа Калинин районĕсенче тата Çтерлĕ хулинче çут тӗнчене килнӗ. Икĕ виçĕ йĕкĕреш ачасем - Ĕпхÿ хулин Советски районĕнче‚ пĕршер – Нефтекамскпа Салават хулисенче тата Ишимбайпа Благовещенск районĕсенче.
ПР Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун республикăра 45 пин нумай ачаллă çемье пурăнать. Вĕсенчен 24 пинĕ тĕрлĕ социаллă пулăшусемпе усă кураççĕ.
2019 çултан пуçласа Пушкăртстанра сакăр ача пăхса ÿстерекен нумай ачаллă çемьесем 600 пин тенкĕ укçана тивĕçĕç. Çак закон проектне республика Правительствипе Ĕç министерстви хатĕрленĕ‚ ăна ПР Патшалăх Пухăвӗн сывлăх сыхлав комитетчĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас