ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри виçĕ сахăр заводĕнче – Чишма, Мелеуз, Раевка – пылак тымарăн çĕнĕ тухăçĕнчен 65,5 пин тонна сахăр песукӗ туса илнĕ.
Ку вăхăт тĕлне предприятисем 460 пин тонна тымар çимĕçе ĕçе кĕртнĕ. Ăна пухас тата унран пылак продукци туса илес ĕç малалла пырать. Регионта 1,3 млн тонна сахăр кăшманĕ кăларнă. Кăçал пылак тымарлă çимĕçĕн вăтам тухăçĕ 307 центнерпа танлашать (иртнĕ çулхи пекех). Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, асăннă культура 1,5 млн тонна тухмалла.