Çак кунсенче «Урал сасси» хаçат редакцине савăнăçлă хыпар килсе çитрĕ. Чăваш халăх историне тата этнологине тĕпчес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн тĕп наука сотрудникне, истори наукисен докторне Виталий Петрович Иванова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.
В.П.Иванов – пирĕн ентеш. Вăл Пушкăртстан Республикинчи Пишпÿлек районне кĕрекен пысăках мар Вишневка поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Виталий Иванов – И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1976 çултанпа гуманитари наукисен ăслăлăх институтĕнче ĕçлет: этнографипе археологи уйрăмĕн ĕçченĕ, ученăй секретарь, уйрăм ертÿçи, директорăн наука ĕçĕсемпе ĕçлекен çумĕ (1981-1992 çç.), ертсе пыракан наука сотрудникĕ (1997ç.), этнологипе антропологи уйрăмĕн тĕп наука сотрудникĕ (2006-2015 çç.), этнологи тата социаллă тĕпчевсен уйрăмĕн ертÿçи (2013 ç.). 1993-1996 çулсенче Виталий Петрович Иванов Чăваш Республикинчи культура тата наци ĕçĕсен министрĕ пулнă. 2001 çултанпа - К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен укçа-тенкĕпе çыхăнман обществăлла фонд директорĕ.
Ăсчах тĕпчевĕсен çул-йĕрĕ – чăваш халăхĕн кун-çулĕ, чăвашсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçса пурăнни тата демографи ыйтăвĕсем, наци процесĕ, нацисем хушшинчи лару-тăру, наци политики.
Виталий Иванов – 170 наука ĕçĕсен авторĕ. Çав шутра 25 монографипе брошюра. Тĕп ĕçĕсем: «Семья у чувашей» (тепĕр авторпа пĕрле), «Этническая история и культура чувашей Поволжья и Приуралья» (ытти авторсемпе пĕрле), «Этническая карта Чувашии», «Чувашская Республика и диаспора» тата ыттисем.
Пултаруллă наука ĕçченне 2013 çулта «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» орден медалĕпе (II степень), Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе (2002ç.), «М.А. Шолохов 100 çул тултарнă тĕле» (2005ç.) юбилей медалĕпе чысланă.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.