Хисеплĕ «Урал сасси» хаçат тусĕсем, 2019/1 çырăнтару компанийĕ вĕçленесси уйăх ытларах çеç юлчĕ. Çитес çул та Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен ĕç-хĕлне пĕлсе тăрас, хамăр тăрăхри çыравçăсен пултарулăхĕпе паллашас кăмăл пулсан васкасах почта уйрăмне çитме тăрăшăр.
Хаçат çырăнннине çирĕплетекен квитанци копине редакцие ярса паракансем «Республика 100 тул тултарнă тĕле – 100 велосипед» лотерея вылявне хутшăнаççĕ. Выляв «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче декабрь уйăхĕн вĕçĕнче иртет. Хаçатăн хакĕ çур çула çырăнса илме 395 тенкĕ те 10 пус (индекс П2754). Çулталăклăх хакĕ 730 тенкĕ те 60 пус (П3362). Пелепей хулинче пурăнакансем хаçата редакци урлă та çырăнса илме пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ çур çула – 320, çулталăка 600 тенкĕ.
Хаçатăн электрон версийĕ çур çула – 264, çулталăка 449 тенкĕ.
Пелепейри информаци центрĕ Пелепей тăрăхĕнче пурăнакансене «Белебеевские известия» хаçата çырăнса илме сĕнет.