Пур хыпар та
Новости
6 Ноябрӗн 2018, 14:24

Владимир Путин наци чĕлхисене упраса хăварассишĕн

Раççейре тăван чĕлхесене упрамалли тата вĕрентмелли фонд йĕркеленет. Çак хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин федераллă Çутĕç министерствине тата Наци ĕçĕсен агентствине панă. Фонда йĕркелемелли укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрĕç.

Раççейре тăван чĕлхесене упрамалли тата вĕрентмелли фонд йĕркеленет. Çак хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин федераллă Çутĕç министерствине тата Наци ĕçĕсен агентствине панă. Фонда йĕркелемелли укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрĕç.
Унсăр пуçне парне туса панă укçа-тенкĕ те, çынсем хăйсен ирĕкĕпе хывнă тÿлевсем те унта кайĕç. Президент указĕпе килĕшÿллĕн учредитель шутланакан ведомствăсен виçĕ уйăх хушшинче Фонд уставне çирĕплетмелле, Раççей Правительствин вара - Фондăн попечительсен канашне, вĕсене уйăрса паракан пурлăх списокне. Фонд Мускавра вырнаçĕ. Унăн бюджетне 2019 çултан укçа-тенкĕ хывма тытăнĕç.
- Президентăн йышăнăвĕ - Раççейри наци культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăвакан пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Юлашки вăхăтра çак енĕпе федераллă шайра сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Сăмахран, август уйăхĕнче Владимир Путин шкулсенче ачасене тăван чĕлхене вĕренме ирĕк паракан саккуна алă пусса çирĕплетрĕ. Регионсенче ăна ырласа йышăнчĕç, - ăнлантарса панă ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев.
Республика парламенчĕн спикерĕн шухăшĕпе, Фонд укçи-тенки ăçта кайнине пĕлсе тăмалла. Унсăр пуçне попечительсен канашĕн тата Фонд правленийĕн йышĕнче тĕрлĕ халăх интересĕсене хÿтĕлеме пултаракан сумлă çынсем пулмалла.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас