Новости
15 Ноября 2018, 11:59

Хушăлкара - Николай епископ

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Хушăлка ялĕнчи чиркÿре Турă кĕлли иртрĕ. Ăна Салават тата Кумертау хулисен Николай епископĕ ертсе пычĕ. Вырăнти чиркÿ настоятелĕ Георгий атте пулăшаканĕ пулчĕ. Çаплах ку кĕлле Пишпÿлек округĕн благочиннăйĕ (темиçе чиркĕве пăхса тăракан), Свято-Троицк чиркĕвĕн иерейĕ Кирилл Семенов та хутшăнчĕ.

Кĕлĕ юррисене юрăçăсем чăвашла шăрантарчĕç. Вĕсене епархи протодьяконĕн Олегăн хулăн та янăравлă сасси илем кÿчĕ. Хушăлка прихутĕнче Пелепейпе Пишпÿлек, Михайловкăпа Мелеспуç чиркĕвĕсене çÿрекен çынсем пулчĕç. Хаклă та сумлă хăнасене кĕтсе эпир апат-çимĕç сĕтелĕ те хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене сăйлама Хушăлка шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Пысăк тав пире пулăшнă канăçсăр чĕреллĕ çынсене.
Çĕнĕ чиркĕве пăхса çаврăннă хыççăн хисеплĕ Николай епископ чансем туянма пулăшассине пĕлтерчĕ, анчах кăштах кĕтме тивет. Пирĕн епархинче пурĕ 95 прихут, икĕ мăнастир тата хĕрарăмсен скичĕ. Ку çулта кăна хисеплĕ Николай епископ пирĕн прихутра виççĕмĕш хут кĕлĕ ирттерчĕ. Çакă ялшăн питĕ пысăк чыс тата телей вырăннех.
Ирина АРХИПОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас