Пушкăртстанри виçĕ сахăр завочĕ (Мелеузра‚ Чишмара тата Раевкăра) çĕнĕ кăшманран 94 пин тонна сахăр туса илнĕ. Юлашки икĕ эрне хушшинче заводсем 600 пин тонна чĕрĕ тавара 30 пин тонна таса сахăра çавăрнă.
Паянхи куна пылак çимĕçе кăларасси вĕçленнĕ. Сахăр кăшманне 99% çĕр лаптăкĕнчен пуçтарса илнĕ (45 пин гектар). Пĕтĕмĕшле тухăç 1‚41 млн тоннăпа танлашать. Çапла вара сахăр завочĕсем 220 пин тонна продукци туса кăларма пултарĕç.
Раççейре çулталăкра усă курма 6 млн тонна сахăр песукĕ кирлĕ. Кăçалхи тухăç палăртнинчен сахалрах пулнăран (Краснодар крайĕнчи типĕ çула пула) Раççейри заводсем пурĕ 5‚8 млн тонна продукци туса кăларĕç. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ 200 тонна запас пур‚ 300 тонна Белоруссинчен туяннă.