Пишпӱлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче «Искусство каҫӗ» иртрӗ. Акцин тӗп темисем – Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗ, хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ сăрă ӑстисем. Ял вулавӑш ӗҫченӗ В.В. Васильева пуҫтарӑннисене Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗ ҫинчен каласа пачӗ, Мининпа Пожарский мӗнпе чапа тухнине пӗлтерчӗ. Раҫҫей халӑхне татулӑх, пӗрлӗх питӗ кирлине палăртрӗ.
«Портретсем калаҫнӑ чух» стенд умӗнчи калаçу ÿнерçĕсем çинчен пулчĕ. Ӱнер тӗпчевҫисемпе критикӗсем каланӑ тӑрӑх, художникăн ӑсталӑхӗпе таланчӗ унăн ӗҫӗсем урлӑ палӑрать.
Венера Васильева паллӑ сӑн ӱкерчӗк ӑстисемпе тата вӗсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Эпир Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче çуралса ÿснĕ М.В.Нестеров портрет ӑстин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ çинчен пĕлтĕмĕр. Малалла вулавӑш ӗҫченӗ пирӗн паллӑ ентешӗн А.Н.Алимасов ӱнерҫӗ пултарулӑхне питӗ анлӑ уҫса пачӗ. Кӑҫал Ĕпÿри «Урал» республика выставка центрӗнче Александр Никаноровичăн ӗҫӗсен куравне йĕркеленĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсем çынсене хӑйсен илемлӗхӗпе, тарӑн шухӑшлавӗпе тыткӑна илнӗ. Пишпӱлекри культура керменӗн халӑх пултарулӑх галерейин кӗрхи сезонĕ те пирĕн ялта ҫуралса ӱснӗ А.Алимасов художникăн портрет ӗҫӗсен выставкипе уҫăлнă. Эпир хамăрăн пултаруллӑ ентешӗмӗрпе мӑнаҫланатпӑр.
Çак каç ÿнер ӑстисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашрӑмӑр, конкурссене хутшӑнтӑмӑр.