Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2018, 18:25

Кашни кĕçнерни кун – «Сывлăх сехечĕ»

ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров Пушкăртстан Правительствинче малашне кашни кĕçнерни кун «Сывлăх сехечĕ» («Здравчас») иртесси пирки пĕлтернĕ.

ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров Пушкăртстан Правительствинче малашне кашни кĕçнерни кун «Сывлăх сехечĕ» («Здравчас») иртесси пирки пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш çĕнĕ форматлă «Сывлăх сехечĕ» ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче видеоканашлу мелĕпе иртнĕ. Унта муниципалитетсен пуçлăхĕсем тата регионти медицина учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Регион ертÿçин шухăшĕпе, çакăн пек мелпе иртекен канашлу республикăри сывлăх сыхлав ĕçне аталантарма пулăшĕ. Унта çивĕч проблемăсене сÿтсе явнисĕр пуçне тĕрлĕ васкавлă ыйтусене те татса парĕç. Радий Хабиров чи малтан ФАПсемпе, вĕсенчи пурлăх тата техника лару-тăрăвĕпе, кадрсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма сĕннĕ. Муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе медицина учрежденийĕсен ертÿçисене канăç паман ыйтусене çырса хатĕрлеме хушнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас