Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2018, 18:31

Сцена Амăшĕ Вера Кузьмина 95 çул тултарчĕ

Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ 95 çул тултарчĕ. Вера Кузьминична хăй пурнăçĕн 70 çулне К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăнтарнă.

Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ 95 çул тултарчĕ. Вера Кузьминична хăй пурнăçĕн 70 çулне К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăнтарнă.
Вера Кузьминична калăпланă сăнарсем пин-пин куракана кулянтарнă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ, шухăша янă. Вăл – пысăк сцена ăсти, чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ. Вера Кузьминан пултарулăхне Чăваш Енре те, ун тулашĕнче те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вăл калăпланă сăнарсем пурнăçа çывăх, ĕненмелле, çирĕп кăмăллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Театрта ĕçленĕ хушăра Вера Кузьминична ют çĕршыв классикĕсен, паянхи драматургсен, чăваш авторĕсен произведенийĕсенчи 200 ытла роле калăпланă. Вĕсенчен уйрăмах Анне сăнарĕсене палăртмалла. СССР халăх артистки ушкăнпа пĕрле кашни çулах гастрольсене тухса çÿрет. Санкт-Петербург, Мускав, Хусан, Самара, Ульяновск хулисенче, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисенче пулнă. Вера Кузьминична - Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк чĕлхисен «Науруз» тата «Туганлык» фестивалĕсен участникĕ. Вăл VII Пĕтĕм тĕнчери паянхи драматургийĕн фестивальне хутшăнса Гран-при çĕнсе илнĕ. Унта сумлă артистка тĕп рольсенчен пĕрне вылянă. Унăн пултарулăхĕ критиксемпе жюри членĕсене çеç мар, фестивалĕн хăнисемпе кураканĕсене те тыткăнланă.
Вера Кузьминична Кузьминана малашне те халăхпа пĕрле пулма сунатпăр. Çакна пурнăçлама вара çирĕп сывлăх кирлĕ. Ырлăхлă-сывлăхлă, телейлĕ пулăр.
Читайте нас