Новости
26 Ноябрӗн 2018, 08:31

Малта - чекмагушсем

ПР Ял хуçалăх консультаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 21-шĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 541 пин тонна ытла таварлăх сĕт суса илнĕ.

ПР Ял хуçалăх консультаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 21-шĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 541 пин тонна ытла таварлăх сĕт суса илнĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, 3120 пин тонна ытларах.Таварлăх сĕт суса илессипе малтанхи пекех Чекмагуш районĕнчи хуçалăхсем малта пыраççĕ. Кунти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 47 пин те 794 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи виçепе пăхсан, 1700 тонна ытла нумайрах. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Çтерлĕпе Дюртюли районĕсем йышăнаççĕ. Асăннă районсенче 31пин те 13 тата 27 пин те 223 тонна таварлăх сĕт суса илнĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас