Новости
3 Декабрӗн 2018, 12:38

Халăх çуса тасатнă, виçсе чĕркенĕ тавара кăмăлласа туянать

«Родник» Чишма район хаçачĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра «Чишма пахча çимĕçĕ» («Чишминские овощи») потеребительсен кооперативĕ уçăлнă.

«Родник» Чишма район хаçачĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра «Чишма пахча çимĕçĕ» («Чишминские овощи») потеребительсен кооперативĕ уçăлнă.
Кооператив йышĕнче пилĕк пайçă (пайщик), çав шутра уйрăм кил хуçалăх тытакансем тата «Агли» хресченпе фермер хуçалăхĕ. «Агли» хуçалăхран кооператив çĕрулми, хĕрлĕ кăшман, кишĕр туянать. Вĕсене çуса тасатса 2,5 миллион тенкĕ парса туяннă АЗМ-25 упаковка тăвакан машинăпа виçсе чĕркет.
Хăйĕн продукцине кооператив пысăк суту-илÿ центрĕсем урлă салатать. Планра – Ĕпхÿ хулинче кооперативăн лавккине уçасси. Нумай пулмасть «Чишма пахча çимĕçĕ» кооператив РФ Ял хуçалăх министерствин конкурсĕ урлă ăнăçлă иртсе 2,5 млн тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ.
«Чишма пахча çимĕçĕ» кооперативăн продукцине халăх кăмăлласах туянать. Ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах чухне хăйсен продукцине çуса тасатмасăр, виçсе чĕркемесĕр сутлăха тăратнăран вырнаçтараймаççĕ. Пахалăхĕ енчен çÿллĕ шайра пулсан та.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республика кооперативсем йĕркелес енĕпе Раççей регионĕсен шутĕнче виççĕмĕш вырăнта тăрать. Проекта 300 ытла ял хутшăннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас