Хисеплĕ «Урал сасси» хаçат тусĕсем. Юратнă кăларăмăра çитес çул валли çырăнтăр-и-ха? Çук пулсан васкасах почта уйрăмне çитме тăрăшăр. «Раççей почтин» Пушкăртстанри уйрăмĕ 2018 çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен çырăнтару декадникĕ ирттерет.
Хаçатăн хакĕ çур çула çырăнса илме 395 тенкĕ те 10 пус (индексĕ П2754). Çулталăклăх хакĕ 730 тенкĕ те 60 пус (П3362). Декадник вăхăтĕнче вара «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн кăларăмĕсем 10% йÿнерех пулĕç. Пелепей хулинче пурăнакансем хаçата редакци урлă та çырăнса илме пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ çур çула - 320, çулталăка 600 тенкĕ.
Хаçатăн электрон версийĕ çур çула - 264, çулталăка 449 тенкĕ.
Пелепейри информаци центрĕ Пелепей тăрăхĕнче пурăнакансене «Белебеевские известия» хаçата çырăнса илме сĕнет.