Новости
3 Декабря 2018, 12:33

Ялти специалистсене - пулăшу

Ял таврашĕнче ĕçлеcе пурăнакан тĕрлĕ специалистсене патшалăх пулăшăвӗ пама республика бюджетĕнчен 550 млн тенкĕ уйăрнă.

Ял таврашĕнче ĕçлеcе пурăнакан тĕрлĕ специалистсене патшалăх пулăшăвӗ пама республика бюджетĕнчен 550 млн тенкĕ уйăрнă.
Вĕрентекенсене‚ медицинăпа фармацевт‚ культурăпа искусство учрежденийĕсенче‚ физкультурăпа спорт сферинче‚ ветеринари службинче ĕçлекен специалистсене кашни уйăхра тÿлев компенсацийĕ параççĕ. Çакăн пирки ПР çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Мельников ПР Патшалăх Пухăвӗн ларăвӗнче пĕлтернĕ. Саплав ÿкçи 600 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче компенсаци тÿлевне 76 344 ял специалисчĕ илме тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле тӳлев виçи 417 млн тенкĕпе танлашнă.
Читайте нас