Новости
7 Декабря 2018, 14:19

Пурнăçран кая юлас килмест

Пушкăртстанра вырăнти пуҫарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программăна Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуҫ ял Канашĕ кăçалхипе виççĕмĕш хут хутшăнчĕ.

Пушкăртстанра вырăнти пуҫарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программăна Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуҫ ял Канашĕ кăçалхипе виççĕмĕш хут хутшăнчĕ.
2016 ҫул Краснояр ялĕнчи ҫула ҫĕклерĕҫ. 2017 ҫулта вара ача сачĕн чӳречисене улăштарас тесе тĕллев лартрĕҫ. Халĕ ача садĕнчи шап-шурă рамăллă пластик чÿречесем куçа илем кÿреççĕ. Кирлĕ чухне пӳлĕмсене уҫса уҫăлтарма та меллĕ. Чӳречесем ҫинче куҫа илĕртсе тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем çитĕнеҫҫĕ. Ачасем тухса ӳкес хăрушлăх та çук.
Ҫак программăна çитес çул та хутшăнас тесе нумаях пулмасть ял администрацийĕ халăха культура керменне пухăнма йыхравларĕ. Мĕнле объектсене ҫĕнетмелле е çĕнĕрен туса лартмалла-ха? Шăпах çак ыйтăва пăхса тухрĕ пухăннă халăх.
Шкулăн та кантăкĕсем кивелнĕ, паян-ыран тухса ÿкме пултараççĕ. Апла пулсан çĕнетмелле, анчах малтан кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Халь тытăнсан ĕлкĕрсе пулмасть терĕҫ шкул пуҫлăхĕсем. Ҫитес ҫула хатĕрлеме сăмах пачĕҫ. Ҫавăнпа малтан çамрăксемпе ачасем валли спорт лапамĕ тума шутларăмăр. Ҫамрăксен сывлăхне ҫирĕплетмелли, ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли вырăн пулĕ вăл. Аслисем те хăйсен сывлăхне çирĕплетме тата ачасен пултарулăхне курса киленме пултараҫҫĕ.
Ҫапла вара пухăннă халăх ҫак хускатнă ыйтăва татса парас тесе алă çĕклесех сасăларĕ, хăй енчен пулăшма шантарчĕ. Палăртнă ĕҫе йĕркелесе пыракансене те суйларĕҫ. Вĕсем, паллах, халăх шаннă ҫынсем.
Елена ДАНИЛОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас