Республикăра ĕне пуçне 5 пин кг ытла сĕт суса илеççĕ
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕр ĕне пуçне вăтамран 5020 кг сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 284 кг нумайрах).
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕр ĕне пуçне вăтамран 5020 кг сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 284 кг нумайрах).
Учалă районĕнче çак кăтарту 8000 килограмм патне çывхарса пырать. Кармаскалăпа Авăркас районĕнче – 6000 ытла. Асăннă районсенче малта пыракан «Байрамгул» тата «Урожай» сĕт фермисем вырнаçнă. Регион пуçласа пӗр ӗне пуçне пилĕк пин килограмм ытла сĕт сăвас чикке пĕрремĕш хут 2017 çулта каçнă.