Хисеплĕ хаçат тусĕсем! Черетлĕ çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç.
«Урал сасси» хаçатпа çыхăну çухатас мар, республикăри чăвашсен хыпарĕсене туллин пĕлсе тăрас тесен ăна паянах çырăнăр, ырана хăварса ан пырăр. Республикăри чăвашсен "чун апатне" почтальонсем урлă та, почтăра та, хаçат редакцинче те çырăнма май пур.
«Урал сассине» çитес çула çырăнннине çирĕплетекен квитанци копийĕсене редакцие ярса панисем «Республика çĕр çул тултарнă тĕле – 100 велосипед» лотерея вылявне хутшăнасси пирки хаçатра пĕр хутчен çеç мар çырнăччĕ ĕнтĕ. Кĕтнĕ самант çывхарса пырать. Выляв декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче 12-00 сехетре иртет. Квитанцийĕн копийĕсене декабрь уйăхĕн 19-мĕшчен йышăнатпăр. Кăмăл пуррисем лоторея вылявне килме пултараççĕ.
Хаçатăн хакĕ çур çула çырăнса илме 395 тенкĕ те 10 пус (индексĕ П2754). Çулталăклăх хакĕ 730 тенкĕ те 60 пус (П3362). Пелепей хулинче пурăнакансен хаçата редакци урлă çырăнса илме май пур. Альтернативлă çырăнтару хакĕ çур çула – 320, çулталăка 600 тенкĕ. Хаçатăн электрон версийĕ çур çула – 264, çулталăка 449 тенкĕ. Пелепейри информаци центрĕ Пелепей тăрăхĕнче пурăнакансене «Белебеевские известия» хаçата çырăнса илме сĕнет.
Хисеплĕ туссем! «Урал сасси» хаçатăн эрнесерен кун çути куракан çĕнĕ номерĕ çак таранччен ытлари кун тухатчĕ. Сирĕн пата вăл эрне вĕçĕнче çитни те пулнă. Малашне вара, паянтан пуçласа, хаçат кĕçнерни кун пичетленĕ, вулакан кăларăма эрне вĕçĕнчех алла илессе шанатпăр. Çакă пире, редакци ĕçченĕсене, хаçата çĕнĕрех материалсемпе калăплама пулăшĕ, полиграфистсен ĕçне те çăмăллатĕ. Пирĕн çĕнĕлĕх сирĕншĕн усăллă та вырăнлă пуласса шанатпăр. Пĕрле пулар, çĕнĕ çулта хамăр йыша çухатар мар.