Пур хыпар та
Новости
20 Декабрӗн 2018, 13:52

Ăрусен çыхăнăвĕ

Пелепейĕнчи чăваш гимназинче шăпах çакăн пек дивизпа «Кашни çемьере патриотизм. Манăн йăх-несĕл» уяв иртрĕ.

Пелепейĕнчи чăваш гимназинче шăпах çакăн пек дивизпа «Кашни çемьере патриотизм. Манăн йăх-несĕл» уяв иртрĕ.
Мероприятие Çемье çулне халалланă. Уява хатĕрленнĕ май ăна йĕркелекенсем пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Мероприятине сакăр çемьери 14 вĕрентекен хутшăнчĕ. Акимовсен туслă çемйи хăйсен йăх-несĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕсем асламăшĕпе кукамăшĕ çыхнă япаласене курава тăратрĕç. 4-мĕш класра вĕренекен Данил Ильин хăйсен ăрăвĕн йывăр пурнăçĕпе питĕ анлă‚ интереслĕ тата туллин паллаштарчĕ. Динар Гаряевпа йăмăкĕ ăру йывăççине сăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Ольга Подобуевапа Валерия Бабушкина уява илсе килнĕ кивĕ сăн ÿкерчĕксем куракансен кăмăлне кайрĕç. Иония Сергеева вара вĕсен çемйи ĕçрен хăраманни тата таса чунлă пулни çинчен пĕлтерчĕ. Настя‚ Миша тата Екатерина Никитинсем те хăйсен йăх-несĕлĕпе паллаштарчĕç‚ çемье çинчен илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Чи пысăк та тарăн несĕл тымарне 1-мĕш класра вĕренекен Софья Васильеван çемйи хатĕрленĕ. Çавăн пекех мероприятие ташă-юрă номерĕсем‚ шÿтлĕ сценкăсем тата çемье çинчен çырнă сăвăсем илем кÿчĕç. Уява хутшăнакансене гимнази администрацийĕ тав сăмахĕсем каларĕ тата Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Çулсем иртĕç‚ хăш-пĕр пулăмсем тата çынсем манăçа тухĕç, анчах çакăн пек тĕлпулусем пирĕн асăмра вăрахчен тăрса юлĕç.
Полина КИРИЛОВА‚
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Пелепей хули.
Читайте нас в