Новости
27 Декабря 2018, 11:52

Хаклӑ тӑвансем, ентешěмěрсем!

2018 ҫул пирěншěн, Пушкӑртстан чӑвашěсемшěн, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ паллӑ пулӑмсемпе историе кěрсе юлě. Вěсен шутěнче - Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлě филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче Гурий Комиссаров «Чăваш халăхě малалла кайě-ши, каймě-ши?» кěнеки тухнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернě «ҫавра сěтел», Ĕпхӳри Павел Миронов ячěллĕ чăваш вырсарни шкулĕн 25 çулě.

2018 ҫул пирěншěн, Пушкӑртстан чӑвашěсемшěн, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ паллӑ пулӑмсемпе историе кěрсе юлě. Вěсен шутěнче - Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлě филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче Гурий Комиссаров «Чăваш халăхě малалла кайě-ши, каймě-ши?» кěнеки тухнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернě «ҫавра сěтел», Ĕпхӳри Павел Миронов ячěллĕ чăваш вырсарни шкулĕн 25 çулě.
Шкул пирки калас пулсан, çак чаплă та илемлĕ пӗлӳ кӗтесӗ чылай пысăк утăм турĕ, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăваш халăхěшěн чи кирлĕ те нимĕнпе улăштарма май çук пěлӳ ҫăлкуҫě пулса тăчě. Унта тăван халăхăмăрăн ҫепěҫ чěлхине илтме, чуна ирěке ярса калаҫма, илемлě те пуян йăли-йěркипе, юрри-ташшипе, эрешěсемпе киленме май пур. Уйрăмах шкулăн музейě пысăк вырăн йышăнса тăрать. Асăннă пайра чăвашла кун çути курнă паха материалсем, кěнекесемпе хаҫатсем пулни пирĕншĕн питĕ хаклă. Паллах, кунта тěрлě материалсем кун çути кураççĕ, актуаллă пулăмсем пулса иртеҫҫě. Сăмах май каласан, «П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçи (вестник)» наукăпа методика кăларăмĕ сентябрь уйăхĕнче Мускавра ВДНХ паркĕнче иртнĕ, Раççейри Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш кĕнеке куравĕ-ярмăрккин (тĕнче шайĕнчи чи пысăк кĕнеке форумĕ) ВДНХан ылтӑн медальне тивĕçнĕ. Унсӑр пуҫне Барселона хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке выставкин тепĕр медальне çĕнсе илнĕ.
Иртсе пыракан ҫул тепĕр пулăмпа асра юлě. Ку вăл - декабрь уйăхĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăри «Сарпике» тата Ĕпхÿ хулинчи «Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕсене йĕркелени…
Ĕпхÿ хулинчи «Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн ятěнчен сире пурне те çывхарса килекен Ҫěнě ҫул тата Раштав уявěсемпе чун-чĕререн саламлатăп. Çитес ҫул кашни киле савӑнӑҫлӑ кӑмӑл, ӑшӑ туйӑм, хӑтлӑх, ҫěнě малашлӑх илсе килтěр. 2019 ҫулта ырлӑх-сывлӑх, ҫемьесенче килěшӳ, ачасене ҫитĕнӳсем, мӑшӑрсене юрату, ваттисене хисеп, тӑван халӑхӑмăра аталану сунатӑп. Ĕмěтленнě ěмěтěрсем пурнӑҫланччӑр, ӑнӑҫу тени вара мěн пур ěҫре пулӑшса тӑтӑр.
Пушкӑртстанри нумай нациллě туслӑ ҫемьешěн тата пěтěм Раҫҫейпе чӑваш халӑх аталанӑвěшěн ěҫлеме вӑй-хал, телей, малашлӑхра шанӑҫ сунатӑп.
Ҫитес Ҫěнě ҫулта ырӑ пулӑмсем, тӗлӗнмелле ҫěкленӳллě кӑмӑл тата хавхалану, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пӗр ҫӳл тӳпе хыҫҫӑн теприне пӑхӑнтармалла пултӑр!
Ирина СУХАРЕВА,
Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорě,
«Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн ертÿçи.
Читайте нас