Новости
27 Декабря 2018, 12:07

Велосипеда Тенейри Раиса Матушкина выляса илчĕ

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче 12-00 сехетре «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ ирттерекен «Республика çĕр çул тултарнă тĕле – 100 велосипед» лотерея вылявĕ иртрĕ.

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче 12-00 сехетре «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ ирттерекен «Республика çĕр çул тултарнă тĕле – 100 велосипед» лотерея вылявĕ иртрĕ.
«Урал сасси» хаçатăн тусĕсем 2019 çула хаçат çырăнса велосипед выляса илме пултарнине маларахах пĕлтернĕччĕ. Велосипедлă пулас тĕллевпе редакцие «Урал сасси» çырăннă 174 çын - Пелепейпе Çтерлĕ, Салаватпа Мелеуз, Октябрьски хулисенчен, Ермеккейпе Пишпÿлек, Пелепейпе Мияки, Авăркаспа Федоровка, Куюргазăпа Кармаскалă, Чекмагушпа Ишимбай, Шаранпа Гафури тăрăхĕсенчен – квитанцисем ярса пачĕç. Вĕсенчен чи телейли хăшĕ пулĕ-ши?
Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Пилĕк çулхи Глеб Новиков ятарлă курупкаран хушамат çырса чикнĕ пĕчĕк çăмарта туртса кăларать. Уçса хушаматне вулатпăр. Велосипеда Федоровка тăрăхĕнчи Теней ялĕнче пурăнакан Раиса Федотовна Матушкина выляса илчĕ. Вăл хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илет. Çитес çула та çулталăках çырăннă. Çавăнпа та парне ăна тивĕçлипех лекрĕ темелле. Шел, çĕнтерÿçĕ вылявра хăй пулаймарĕ, çавăнпа велосипеда хамăрăнах леçсе пама тивĕ. Велосипедсăр пуçне тата тепĕр тăватă парне - салат хумалли чашăксен пуххи, чей куркисен пуххи, термокружка, алшăлли – выляттартăмăр. Салат хумалли чашăксен пуххи Нина Александрована (Пелепей районĕ, Слакпуç), чей куркисен пуххи Людмила Усачевана (Пелепей хули), термокружка Надежда Колпакована (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç), ал шăлли Светлана Федорована (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç) тивĕçрĕ.
Лотерея вылявĕ вăхăтĕнче парнеллĕ пулайманнисен кулянма кирлĕ мар, вĕсем хăйсем çырăннă кăларăма вуласа киленме пултараççĕ. Пысăк тав сире пурне те хаçата çырăнса илсе тепĕр çул та пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл тунăшăн. Çитес çул - «Урал сасси» хаçатшăн уйрăмах паллă çул. 2019 çулхи октябрь уйăхĕнче сирĕн юратнă кăларăмăр тухма пуçланăранпа 30 çул çитет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас