Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2019, 12:36

114 ача савăннă

Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускаври Патшалăх Кремль керменĕнче Раççейри шкул ачисен елки иртнĕ. Унта пурĕ 5000 чи пултаруллă вĕренекенсемпе ача çурчĕсен воспитанникĕсем хутшăннă.

Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускаври Патшалăх Кремль керменĕнче Раççейри шкул ачисен елки иртнĕ. Унта пурĕ 5000 чи пултаруллă вĕренекенсемпе ача çурчĕсен воспитанникĕсем хутшăннă.
Пушкăртстанран çак чаплă та капăр мероприятинче 114 ача савăнса кăмăлĕсене çĕклеме пултарнă. Вĕсем республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен килсе çитнĕ. Мускава уяв хăнисем ятарлă самолетпа вĕçнĕ. Çула тухас умĕн Пушкăртстанăн «ешĕл калчисене» ПР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Айбулат Хажин телейлĕ çул суннă.
Ачасене çулçÿрев вăхăтĕнче тата çĕршывăн тĕп хулинче пулнă вăхăтра педагогсемпе тухтăрсем тата йĕрке хуралçисем асăрхаса тăнă.
Пушкăртстанран килнĕ вĕренекенсене ыттисенчен хăйне евĕр тум тăхăннипе уйăрса илме май пулнă. Вĕсем пуçне республика ялавне аса илтерекен символлă калпак тата мăйне шарф çыхнă. Сăмах май, Чăваш Ен делегацийĕ те наци тумĕпе пулни паллă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас