2018 çул вĕçĕнче тунă пĕтĕмлетÿсем тăрăх республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче 978 пин шултра мăйракаллă выльăх шута илнĕ. Вĕсенчен 390 пин ĕне. Хуçалăхсем çулталăк хушшинче 1‚62 тонна сĕт суса илнĕ (çак кăтарту 2017 çулхипе пĕр пек килсе тухнă). Пухнă сĕтрен вара 710 пин тонна яхăн продукци туса кăларнă.
Ĕнесен вăтам тухăçлăхĕ çулталăк тăршшĕпе 6% ÿснĕ (5414 кг çитнĕ). Выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен вара 400 пин тонна аш-какай туса илнĕ.
Кăтартусене ПР Ял хуçалăх министерствинче выльăх ĕрчетнин пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чухнехи ларура палăртса хăварнă. Специалистсем каланă тăрăх‚ ял хуçалăх отраслĕ малалла аталантăр тесен выльăхсен генетика майĕсене пысăклатмалла. Паянхи кун сĕт-çу тата аш-какай туса илмелли ĕнесен шучĕ 32 пин пуçпа танлашать.
Кăçалхи çул Пушкăртстанри хуçалăхсем лизинглă федераллă программăпа чикĕ леш енчен 194 млн тенкĕлĕх 2‚8 пин ăратлă ĕне туяннă. Хăш-пĕр облаçсемпе республикăсенче, малта пыракан пилĕк регионпа танлаштарсан, виçĕ хут сахалрах туяннă. Сăмахран, Рязан облаçĕ - 819 пуç. Çавăн пекех Тутарстан, Мускав çывăхĕнчи регионсем тата Ульяновск облаçĕ те кайра пыраççĕ.