Пур хыпар та
Новости
30 Кӑрлач 2019, 18:55

Раштав кĕлли Юмашри чиркÿре

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи чиркÿре Иисус Христос çуралнă куна чысласа Турă кĕлли иртнĕ. Ăна Нефтекамск тата Октябрьск хулисен епископĕ Амвросий Преосвященный ертсе пынă.

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи чиркÿре Иисус Христос çуралнă куна чысласа Турă кĕлли иртнĕ. Ăна Нефтекамск тата Октябрьск хулисен епископĕ Амвросий Преосвященный ертсе пынă.
Епископа пулăшакансем Нефтекамск епархин аслă священникĕ Алексей Тихонов‚ Шаран округĕн благочиннăйĕпе (темиçе чиркĕве пăхса тăракан) Василий Тымчукпа Туймазă хулин Андрей Первозванный апостол ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Виталий Беляев аслă священниксем‚ Юмашри чиркĕвĕн настоятелĕ Евгений Иванов иерей пулнă.
Кĕлĕ вуланă хыççăн Амвросий епископ Турра ĕненекенсене çветтуй шыв сапса пехилленĕ‚ ÿкĕт сăмахĕ (проповедь) каланă. Преосвященство настоятель аттене тата прихут çыннисене уяв ячĕпе саламланă. Пурне те стена çине çакмалли чиркÿ календарĕсем парнеленĕ. Вĕсене Пушкăртстан митрополин пуçлăхĕ, Ĕпхÿпе Çтерлĕ митрополичĕ Никон çине тăнипе хатĕрленĕ.
Турă кĕлли ачасем хатĕрленĕ Раштав концерчĕпе вĕçленнĕ. Надежда Ионова матăшкă ертсе пынипе ачасем çветке юррисене юрланă‚ Турă ачине (Иисус Христоса) халалласа сăвăсем вуланă. Концерт вĕçленсен, чиркÿ йăлипе, Амвросий епископ ачасене пылак парнесем парса хавхалантарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ.
Читайте нас