Пушкăртстанра 2019 çулта Çул-йĕр фончĕн тăкакĕсем 19‚7 млрд тенкĕпе танлашĕç. Çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен - 17‚8 млрд тенкĕ‚ «Шанчăклă та лайăх çулсем» наци проектне пурнăçа кĕртме федераллă центртан 1‚8 млрд тенкĕ нухрат уйăрса парĕç.
Асăннă кăтартусемпе Радий Хабиров ертсе пыракан ПР Правительствин Президиумĕн ларăвĕнче ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн председателĕ Тимур Мухаметьянов паллаштарнă. Вăл 2020 çулта регионти Çул-йĕр фончĕн тăкакĕсем 17‚2 млрд‚ 2021 çулта 16‚6 млрд тенкĕпе танлашассине те палăртса хăварнă.
Хальхи вăхăтра Шурă Атăл (Белая) юхан шывĕ урлă каçмалли кĕпере хывассипе çыхăннă пирки ыйтăва татса параççĕ. Кĕпере тума регион бюджетĕнчен укçа-тенкĕ çитменнине палăртса хăварнă. Çавăнпа федераллă бюджетран пулăшу ыйтнă. Асăннă ĕçе пурнăçлама 500 млн‚ Ĕпхÿ хулин Хĕвелтухăç енчен тухмалли çула тума 1‚5 млрд укçа-тенкĕ кирлине шутласа кăларнă.
Çавăн пекех ларура регионта пурăнакансене муниципаллă маршрутсем çинче шанчăклă та паха транспортпа тивĕçтермелли‚ регионти инвестици климачĕн наци рейтингне çÿллĕ шая çĕклемелли‚ муниципалитетсен шайĕнче спорт енчен пысăк çитĕнÿсем тума пулăшмалли мерăсене пăхса тухнă.