Пур хыпар та
Новости
6 Нарӑсӑн 2019, 19:00

«Блокадăри Ленинград» историпе патриот сехечĕ

Январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Юмашри ял вулавăшĕнче «Блокадăри Ленинград» историпе патриот сехечĕ иртрĕ.

Январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Юмашри ял вулавăшĕнче «Блокадăри Ленинград» историпе патриот сехечĕ иртрĕ.
Мероприятие ялти вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Хавхалану» ансамбль хутшăннă. А.А. Сайдякова вулавăш ĕçченĕ тăшман хупăрласа илнĕ Ленинград çыннисен йывăрлăхĕсем çинчен каласа пачĕ: выçлăхпа шартлама сивĕ кунсем‚ заводсенче хĕр арăмсемпе ачасем арçынсемпе пĕр тан ĕçлени тата совет салтакĕсем Ленинград хулине хÿтĕлени. Вĕренекенсем Н.Ходза «Пурнăç çулĕ» хайлавĕпе паллашрĕç‚ 1941-1944çç. блокадăри паллă пулăмсем çинчен кинохроника пăхрĕç. Библиотекарь пухăннисене çăкăрпа метроном блокада символĕсем пулни çинчен пĕлтерчĕ. Вулакансем Ленинград ачисен çырăвĕсене сасăпа вуласа тухрĕç. Мероприяти вĕçĕнче «Тăван çĕршывăн аслă вăрçă çулĕсенче пуçне хунă салтаксем ĕмĕр-ĕмĕр асра пулĕç» обелиск çумĕнче вилнисене асăнса «шăплăх минучĕ» иртрĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас