Новости
6 Нарӑсӑн 2019, 14:08

Пушкăртстанра 2018 çулта миçе арçын ачапа хĕр ача çут тĕнчене килнĕ

Пушкăртстанра 2018 çулхи 12 уйăх хушшинче 22 807 хĕр ача тата 24 264 арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Хыпара «Башинформ» агентствине юстици ĕçĕсен ПР Патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 2018 çулхи 12 уйăх хушшинче 22 807 хĕр ача тата 24 264 арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Хыпара «Башинформ» агентствине юстици ĕçĕсен ПР Патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ.
Ведомствăра çакна та палăртса хăварнă: 11 хулапа районта – Элшел‚ Авăркас‚ Балтач‚ Бурзян‚ Краснокамск‚ Кугарчă‚ Çтерлĕ‚ Чекмагуш‚ Ишимбай районĕсем тата Ишимбай‚ Кумертау хулисем‚ Ĕпхÿри Советски районĕ – хĕр ачасем арçын ачасенчен чылайрах çуралнă. Зилаир‚ Мишкин‚ Федоровка тăрăхĕсенче тата Сибай хулинче вĕсен шучĕ пĕр пек.
- Иртнĕ çул ЗАГС уйрăмĕнче 47 411 пепке çуралнине регистрациленĕ. Асăннă кăтартăва 2017 çулхипе танлаштарсан‚ республикăра 2 258 ача сахалрах çурални паллă. Регистрациленисенчен 17 334 пепке çемьере пĕрремĕш‚ 18 855-шĕ иккĕмĕш‚ 7 917-шĕ виççĕмĕш‚ 2 178-шĕ тăваттăмĕш‚ 1 033-шĕ пиллĕкмĕш тата та ытларах ача пулса çут тĕнчене килнĕ. Унсăр пуçне Пушкăртстанра 607 йĕкĕреш‚ 10 виççĕн йĕкĕреш çуралнă‚ – тесе ăнлантарнă ведомствăра.
Ĕпхÿ хулинче вара 16 114 пепке çут тĕнчене килнĕ. Сăмахран‚ Киров районĕнче ЗАГС уйрăмĕ 3 116 пепке çуралнине регистрациленĕ‚ Калинин районĕнче – 2 838‚ Совет районĕнче вара 2 196 ача.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас