Новости
27 Февраля 2019, 09:26

«Сувар» юбилейĕнче хускатнă çивĕч ыйту

Февраль уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Хусан хулинче Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаҫат хӑйӗн чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне уявларӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийĕ те, ҫав шутра «Хыпар» издательство çурчĕн, Чăваш Ен телерадиокомпанин, Чӑваш халӑх сайчӗн ĕçченĕсем, хутшӑннă.

Уяв вӑхӑтӗнчи вулакансен конференцине тӗрлӗ регионтан пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов, сӑмахран, Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енри чӑвашсен кӑна пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн корреспондент пункчӗсене чӑвашсем йышлӑ пурăнакан регионсенче те йӗркелемеллех. Чӑваш наци телекуравӗн анлӑшӗ сарӑлсан вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ ентешӗмӗрсен пурнӑҫне те ҫутатӗ. Вулакансен конференцине хутшăннисем Юрий Михайловӑн шухӑшне ырланӑ. Вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пек чӗнӳпе тухма йышӑннӑ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас