Новости
6 Марта 2019, 14:29

«Башавтотранс» лару-тăрăвĕ лайăхланĕ

«Башавтотранс» предприятие йывăр лару-тăруран тухма 611,2 млн тенкĕ нухрат уйăрĕç.

«Башавтотранс» предприятие йывăр лару-тăруран тухма 611,2 млн тенкĕ нухрат уйăрĕç.
Çак укçа-тенкĕпе 2019-2020 çулсенче предприяти тупăшне ÿстермелли мероприятисем туса ирттерĕç, пĕрлĕхлĕ татăлу (расчетный) картисем кăларĕç, пур маршрут валли те çирĕп транспорт тарифĕсем хатĕрлĕç, транспорта çĕнетĕç.
- 2019 çулта предприяти 177 автобус туянĕ. Вĕсенчен 100-шĕ апрель уйăхĕнче килсе çитмелле. Çĕнĕ автобуслă пулнă хыççăнах киввисене пăрахăçлĕç, - пĕлтернĕ ПР патшалăх Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн комитетĕнче.
2021 çул тĕлне «Башавтотранс» хăйĕн тăкакĕсене саплаштарса малашне тупăшлă ĕçлеме палăртать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас