Сире март уйăхĕн 8-мĕшĕпе - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе - чунтан саламлатăп!
Паянхи обществăн тĕрлĕ сферисенче хĕрарăм вырăнĕ тата та вăй илсе пырать. Пĕр профессине те Сирĕн илĕртÿллĕ йăл куллăрсăр‚ тăрăшуллă аллăрсемсĕр тата ырă чĕрĕрсемсĕр куç умне кăларса тăратма пулмасть. Хальхи хĕрарăмсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Эсир вĕрентÿ‚ сывлăх сыхлав тата культура сферисен‚ промышленноçпа ял хуçалăх предприятисен‚ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата патшалăх влаçĕсен ĕçĕсене аталантарас тесе вăй хуни виçесĕр паха. Эсир - юратнă аннесем‚ аппасемпе йăмăксем‚ мăшăрсем - кил вучахне‚ çемье ăшшипе хăтлăхне чăтăмлă та тăрăшуллă упракансем.
Сирĕн çумăрта ялан хаклă та çывăх‚ юратакан çынсем пулччăр‚ ачăрсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, мăшăрăрсем тимлĕхпе савăнтарччăр‚ кил-çуртра яланах юрату хуçалантăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр‚ кашни кун савăнăçлă йăл-кулăпа çиçтĕр‚ çурхи чечек шăршипе сирĕн пурнăçăра ăшă туйăмсемпе ырлăх кĕтĕр.
Сире çирĕп сывлăх‚ çамрăклăх‚ илемлĕх‚ юрату‚ çителĕклĕх‚ çемьере татулăхпа савăнăç сунатăп!
чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ‚
медицина наукисен докторĕ.