ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров «Тăван урамсем» программа хута яма сĕннĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялти тĕп урамсене асфальт сарма пуçлĕç.
Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, кашни аталанакан ялтах асфальт сарнă урам пулмалла. Вырăнти халăх пĕрмай тусан çĕкленнипе, пылчăк пулнипе тарăхать.
- Ун пек урам кирлех. Вăл мĕн тăршшĕ пулнинче ĕç тăмасть: 200 метр-и е 1,5 çухрăм-и. Урамсене асфальт сарсассăнах хĕрарăмсем хăйсен тус хĕрĕсем патне туфли тăхăнса утĕç, ачасем атăпа çÿреме чарăнĕç, - палăртнă Хабиров.
Çĕнĕ программăшăн яваплисене те палăртнă. Çак ĕçе республикăри экологипе транспорт ведомствин пуçлăхĕсем йĕркелесе пырĕç. Программăна 2024 çулччен пурнăçа кĕртĕç.