Пур хыпар та
Новости
13 Мартӑн 2019, 19:46

Хаксем ÿсеççĕ те, чакаççĕ те

Февраль уйăхĕнче Пушкăртстанра апат-çимĕçсенчен ыхра, кишĕр, пуçлă сухан, хĕрлĕ кăшман 1,8-8,4%, пуçлă купăста – 13,2%, чĕрĕ хăярпа помидор – 19,5-19,8%, панулмипе банан – 3,3-5,3% хаклăланнă.

Февраль уйăхĕнче Пушкăртстанра апат-çимĕçсенчен ыхра, кишĕр, пуçлă сухан, хĕрлĕ кăшман 1,8-8,4%, пуçлă купăста – 13,2%, чĕрĕ хăярпа помидор – 19,5-19,8%, панулмипе банан – 3,3-5,3% хаклăланнă.
Çав вăхăтрах çĕрулми 1,3%, лимонпа апельсин – 4,7-8,9% йÿнелнĕ. Вир кĕрпи 8,8%, хăш-пĕр çăкăрпа тулă çăнăхĕ – 0,7-3,8%, «Геркулес» сĕлĕ хăрпăкĕ тата манна кĕрпи – 4,0-6,8%, какайран тунă çурма фабрикат, сосиска тата сарделька, ĕне, кăркка ашĕ, чăх тукмакки – 0,8-4,2%, пулă продукцийĕ – 0,7% хаклăланнă. Çаплах чей тата какао, пĕремĕк, шоколад, конфет, зефир, пастила тата карамель хакĕсем 0,8-3,2%, стерилизациленĕ сĕт, йогурт, сыр, брынза – 1,6-3,0% ÿснĕ.
Çав вăхăтрах çăмарта (12,6%), сахăр (2,6%), ÿсен-тăран çăвĕ, ĕне пĕверĕ, сысна тата чăх ашĕ (0,9-1,6%), хамăр çĕршывра туса кăларнă сăрапа алкогольсăр продукци (1,0-1,6%) хакĕсем чакнă.
Тумтирпе трикотаж изделийĕсен хакĕсем 96,5 процентран (трикотажран çĕленĕ пуçа тăхăнмалли хатĕр) пуçласа 103,4% (шкул çулĕнчи ачасен джинс шăлаварĕсем), урана тăхăнмалли хатĕр 98,9 процентран (аслисем валли кроссовкăсем)102,1% таран (хĕрарăмсен çуллахи туфлийĕсем), электротоварсем, инструментсемпе хуçалăхра усă куракан приборсем – 99,7 процентран (кĕпе-йĕм çумалли машина, плитасем) 103,4% таран, медикаментсем - 98,0% - 107,8% (валидол) таран индексациленни паллă.
Унсăр пуçне тин каснă чечексем 6,3%, хаçатсемпе учебниксем, куçлăхсем - 2,4-4,2%, хăш-пĕр йышши сĕтел-пукан – 0,3-3,3%, строительство материалĕ - 1,2-2,8%, пит супăнĕ тата хуçалăхра усă курмалли – 2,6-2,7%, телефон аппарачĕпе мобильлĕ çыхăну – 6,2% хаклăланнă.
Çăмăллăхсем паракан сферăна илес пулсан, поезд, хула тата хуласем хушшинче çÿрекен автобуссем çине çул укçи 0,6-1,0% ÿснĕ. Йăлари çăмăллăхсенчен документсем валли сăн ÿкерчĕксем тăвасси 1,5%, мунчара çăвăнасси 1,5% ÿснĕ. Парикмахер çăмăллăхĕсемпе (0,6%) çурт-йĕр юсасси (3,1%) йÿнерех пулĕç.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас