Урал сасси
+25 °С
Облачно
Новости
20 Марта 2019, 13:28

Экологи субботникĕсем пуçланĕç

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пушкăртстанра тирпей-илем кĕртес уйăхлăх пуçланать. Вăл май уйăхĕн 11-мĕшчен пырĕ.

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пушкăртстанра тирпей-илем кĕртес уйăхлăх пуçланать. Вăл май уйăхĕн 11-мĕшчен пырĕ.
Уйăхлăхпа килĕшÿллĕн экологи субботникĕсем иртĕç.
- Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче тавралăха çÿп-çапран тасатĕç, 20-мĕшĕнче тирпей-илем кĕртĕç, юсамаллисене юсĕç, йывăç лартĕç, - тенĕ ПР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Киреев.
Муниципалитет шайĕнче ĕç коллективĕсене, студентсемпе вĕренекенсене çак ĕçе явăçтарассине йĕркелемелле, вĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле. Хуласенче апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче коммуналлă техникăн парадне ирттермелле.
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабировăн сăмахĕсем тăрăх, тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă тĕп мероприятисене май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çанталăк начар пулсан, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас