ПР Ял хуçалăх консультаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ март уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 130‚2 пин тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан‚ 2 пин тонна яхăн ытларах.
Сĕт суса илессипе Чекмагуш районĕ малта пырать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çак эрне пуçламăшне 10‚8 пин тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхи виçепе пăхсан‚ 95 тонна нумайрах. Иккĕмĕш вырăна Çтерлĕ районĕнчи аграрисем йышăннă. Вĕсем 8 пине яхăн тонна сĕт суса илнĕ (+234 тонна). Виççĕмĕш вырăна сĕт суса илессипе Тÿртÿллĕ районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем тивĕçнĕ. Кунта вара иртнĕ çулхи пекех 7043 тонна сĕт суса илнĕ.
ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.