Республикăри «Ял территорийĕсене çирĕп аталантармалли» программа тăрăх, Пушкăртстанра 638 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли сертификатлă пулĕç. Вĕсенчен 473-шĕ – çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем.
Регионти Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕсенче çурт-йĕр хăпартма е туянма май паракан социаллă тÿлевсен сертификачĕсемпе тивĕçтерме тытăннă. Программа тăрăх, субсиди виçи çемьере мĕн чухлĕ çын пулнинчен килет.