Пур хыпар та
Новости
3 Апрелӗн 2019, 18:27

Ейÿ вăхăчĕ асăрхануллă та тимлĕ пулма хистет

Çуркуннехи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ирĕлекен юр шывĕпе кĕрешесси. Çавна май Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнчен çурхи ейÿ тапхăрне тĕплĕн хатĕрленмелли ятарлă йĕрке (режим) йышăннă. Çакăн пирки ПР Правительствин канашлăвĕнче иртнĕ тунти кун пĕлтернĕ.

Çуркуннехи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ирĕлекен юр шывĕпе кĕрешесси. Çавна май Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнчен çурхи ейÿ тапхăрне тĕплĕн хатĕрленмелли ятарлă йĕрке (режим) йышăннă. Çакăн пирки ПР Правительствин канашлăвĕнче иртнĕ тунти кун пĕлтернĕ.
Ирĕлнĕ юр шывĕ мĕнле хăвăртлăхпа сарăлнине асăрхаса тăма 14 пилотсăр вĕçекен аппарат хатĕр. Инкеклĕ лару-тăру сиксе тухнă хушăра 659 вăхăтлăх пунктра 160 пин çынна йышăнма пултарĕç. Шыв илес хăрушлăх пур вырăнсенче пурăнакансене инкек пирки радио тата телевидени урлă пĕлтерĕç, телефонпа SMS хыпарсем ярĕç.
Пушкăртстанри гидрометеорологи управленийĕн тата тавралăх мониторингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал регионта шыв вăйлă хăпармĕ.
Çанталăк кĕтмен çĕртен улшăнса каяс пулсан, 257 ял-паççулккасене (вĕсенче 80 пин ытла çын пурăнать) шыв илме пултарать. Шыв илекен зонăна пилĕк предприятипе пĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ объект лекме пултарать. Выльăх масарĕсем, им-çам склачĕсем, свалкăсемпе кĕперсем, регионти тата федераллă трассăсем, чукун çулсем, хăрушă объектсем, çĕр айĕнчен шыв илекен вырăнсем шыв айне лекес хăрушлăх çук.
Ейÿ тĕлне 491 вăхăтлăх пункт хатĕрленĕ, унта 117 пин çын шăнăçма пултарать. 20-100 çын вырнаçмалăх мобильлĕ пунктсем те пур. Шыв шайĕ çĕкленнине асăрхаса тăма Пушкăртстанри 8 юхан шывра 14 автоматлă гидропост лартĕç. Вĕсем çынсене хăрушлăх пирки пĕлтерĕç.
Читайте нас