Пушкăртстанра çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, кăçал çурхи ака ĕçĕсем виçĕ эрне маларах пуçланнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уй-хире пуçласа регионăн тĕп районĕсенчи хуçалăхсем тухнă.
Çичĕ район аграрийĕ кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕçе тытăннă (пурĕ 2,7 пин гектар), пиллĕк хуçалăхра нумай çул хушши ÿсекен курăксене сÿрелеççĕ (1,5 пин гектар) пулсан, виççĕшĕнче нÿре упраса хăварас тесе тăрăшаççĕ (700 гектар).
Кăçал çурхи ĕçсене вĕçлеме 11,2 млрд укçа-тенкĕ тăкакланĕ. 2018 çулхипе танлаштарсан, 18% ытларах. Тăкаксен виçи ÿсни ял хуçалăх техникине юсамалли саппас пайсен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен, минераллă удобренисен хакĕсем ÿснипе çыхăннă. Çураки ĕçĕсене вĕçлеме Раççей тата республика бюджĕтенчен 5,2 млрд тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ уйăрĕç. Çаплах туса илнĕ продукцие сутса тата продукци туса кăларакан предприятисем уйăрнă укçа-тенкĕ те тăкаксене саплаштарнă çĕре кайĕ.