Пушкăртстанра кĕрхи культурăсем 430 пин гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 74‚4 пин гектар çинчи (17‚2%) анасене тепĕр хут акма тивет. Планпа вара çитес вăхăтра 170 пин гектар çинчи культурăсене çĕнĕрен акма палăртнă. Шырлăх (ущерб) курни 0‚5 млн тоннăпа танлашнă‚ укçа-тенке çавăрсан вăл 6 млрд тенкĕ пулать.
- Паянхи кун кĕрхи культурăсем хăрушă лару-тăрура. Мĕншĕн тесен вĕсем ăшă условисенче хĕл каçрĕç. Çитменнине апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенче сывлăш температури +20 градуса çитрĕ‚ унтан тăватă кун хушши çĕрле -12 градуса сивĕтрĕ. Асăннă сăлтавсене пула регионăн хăш-пĕр районĕсем сиен курчĕç, - тесе пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ‚ республика Правительствин вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов.
2019 çулта палăртнă тĕллевсем тăрăх‚ Пушкăртстанăн аграрийĕ 3‚4 млн тонна ытла тĕш тырă‚ 1,260 млн тонна сахăр кăшманĕ‚ 420 пин çу паракан культура‚ 113 пин тонна пахча çимĕç тата 44 пин тонна çĕр улми пухса илмелле.
Апрель уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне регионти 14 районта ир çитĕнекен çурхи тĕш тырăсене акма пуçланă. Пурĕ 15 пин гектар çинче вăрлăха çĕре хывнă. Республикăри çурхи ĕçсене 15-20 кун хушшинче туса ирттерме палăртнă.
Башинформ агенстви пĕлтернĕ тăрăх‚ ытти районсемпе танлаштарсан‚ Чишмапа Благовар‚ Буздякпа Кармаскалă районĕсенче кĕрхи культурăсем ытларах сиенленнĕ.