Новости
24 Апреля 2019, 11:36

Контейнер площадкисем лартма 350 млн тенкĕ кирлĕ

Паянхи кун тĕлне республикăра хытă коммуналлă каяшсем пухма 14 409 вырăн хатĕрленĕ, 30 366 контейнер вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 13 116 лапама тирпейлесе 23 127 контейнер вырнаçтармалла. Ун валли 350 млн тенкĕ кирлĕ.

ПР экологи министрĕн çумĕ Нияз Фазылов пĕлтернĕ тăрăх, контейнерсем туянас тĕлĕшпе 3№ зонăна кĕрекен районсем васкаманни сисĕнет. Бурзян, Гафури, Зилаир, Ишимбай, Кугарчă, Мияки, Çтерлĕпуç, Çтерлĕ, Федоровка тата Хайбулла район администрацийĕсен пуçлăхĕсене контейнерсем туянас графика пăхса тухма хушнă. Белорецк, Краснокамск районĕсемпе Сибай хулисем контейнерсем туянма пуçламан та-ха, графикĕсем те çук. Сăмах май, икĕ контейнер шăнăçакан пĕр контейнер площадки 45-70 пин тăрать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас