Пур хыпар та
Новости
30 Апрелӗн 2019, 14:10

Пĕр кунра - икĕ мероприяти

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Ăна 1992 çултан пуçласа чăваш халăхне çутта кăларакана‚ унăн çырулăхне йĕркелесе яракана И.Я.Яковлева халалласа вăл çуралнă кун уявлама палăртнă. Иван Яковлевич хăй ĕмĕрне чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ирттернĕ: чăваш ачисем валли шкулсем уçнă‚ чăваш букварĕ хатĕрленĕ‚ вырăс литературин чи лайăх произведенийĕсене чăвашла куçарнă.

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Ăна 1992 çултан пуçласа чăваш халăхне çутта кăларакана‚ унăн çырулăхне йĕркелесе яракана И.Я.Яковлева халалласа вăл çуралнă кун уявлама палăртнă. Иван Яковлевич хăй ĕмĕрне чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ирттернĕ: чăваш ачисем валли шкулсем уçнă‚ чăваш букварĕ хатĕрленĕ‚ вырăс литературин чи лайăх произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
Çамрăк ăрăва тăван кĕтесĕн культурине‚ тăван халăхăн йăли-йĕркисене‚ чун-чĕм тата кăмăл-сипет пуянлăхĕсене явăçтарас тĕллевпе çак кун Усăллă ялĕнчи вулавăшра «Манăн чĕлхе – манăн тĕнче‚ манăн чун» Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ.
«И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» информаци сехетĕнче ачасем Иван Яковлев педагог-просветитель чăваш çырулăхĕпе «Букварьне» йĕркелес тата чăваш чĕлхине аталантарас ĕçсене хывнă хаклăран та хаклă пуянлăхĕпе паллашрĕç. Патриархăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн И.Яковлевăн «Ачасен калавĕсене» илемлĕ вуласа тухрăмăр. Вĕсем ĕçчен те таса чунлă‚ ырă пулма‚ аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Чăваш халăхĕн паллă датăсен календарĕнче тата тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пур. Вăл - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа вĕренекенсемпе «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» ятлă калаçу ирттертĕмĕр. Малтан Чăваш Енĕн «Тăван çĕршыв» гимне итлесе кăмăла çĕклерĕмĕр. Унтан вулавăш ĕçченĕ ачасене патшалăх символĕсен тата праçникĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех библиотекарь Чăваш Республикин патшалăх ялавĕпе гербĕн тĕсĕсем‚ «Пурнăç йывăççи» тата «Виçĕ хĕвел» эмблемăсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ.
Уяв кунĕ «Авангард» ООО ветеранĕсем ялти музея килсе курчĕç. Экскурси хыççăн вулавăш ĕçченĕ хăнасене вулавăша чĕнсе илсе «Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ» информ-дайджест ирттерчĕ.
Унтан библиотекарь чăваш халăх тумне тумланса «Аленушка» ача садне кайса килчĕ. Вăл шăпăрлансене Чăваш чĕлхи кунĕ тата чăваш патриархĕ çинчен ачасен ÿсĕмне шута илсе ăнланмалла каласа пачĕ. Калаçу чăваш халăх вăййисене вылянипе вĕçленчĕ.
Ачасемпе те‚ аслисемпе те пысăк ĕç туса ирттернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: чăваш чĕлхи чăваш культурин пĕр пайĕ‚ çавăнпа пирĕн ăна юратмалла‚ хамăр тăван чĕлхене пĕчĕкренех пĕлмелле‚ унăн йăли-йĕркине упрамалла. Чăваш чĕлхи кунĕ - халăх пĕрлĕхне‚ пĕр шухăшлăхне, тăван чĕлхен шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв.
Тăван чĕлхе - хаклăран та хаклă пуянлăх. Вăл мăн асаттесемпе асаннесен чĕлхи. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни тăван чĕлхене хаклама тата ăнланма пулăшасса шанатăп.
Ольга ПАТРАЕВА‚ аслă библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ‚ Усăллă ялĕ.
Читайте нас